Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ушкӑнӗсен хушшинче Канаш районӗн волейбол кубокӗ иртрӗ. Унта Тӑвай районӗн ушкӑнӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсен ушкӑнӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫурма финалта вӑл тепӗр ушкӑнта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Вӑрнар районӗн ушкӑнӗпе выляма тӳр килчӗ. Чи малтан вӑйӑ Тӑвайсене майлӑ пычӗ — 1-мӗш партинче ҫӗнтерчӗҫ, анчах та вӗҫӗнче Вӑрнар районӗн ушкӑнӗ лайӑхрах выляма пуҫланӑ пирки Тӑвайсем выляса ячӗҫ.
3-мӗш вырӑншӑн Комсомольски районӗн ушкӑнӗпе ӑмӑртма тиврӗ. Йывӑр кӗрешӳре ҫӗнтерсе ҫак волейбол кубокӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
1-мӗш вырӑн Вӑрнарсене, 2-мӗш вырӑн Шупашкар районӗн ушкӑнне лекрӗ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тӑвай район вулавӑшӗнче ача-пӑча кӗнекисен эрни уҫӑлнӑ. Ӑна Тӗнчери ача-пӑча кӗнеки кунне тата шкул ачисен канмалли кунӗсем пуҫланнӑ майпа уҫнӑ.
Пӗрремӗш кунӗнче вулавӑшри ача-пӑчасен кӗнекисен фондне кӑтартас енӗпе ӗҫленӗ, «Кулӑш, тумлам, урра!» тата «Ҫутҫанталӑк пурнӑҫне итлетпӗр» ятлӑ куравсем йӗркеленӗ. Вулавӑша килнисемпе кайӑксемпе чечексем ҫинчен пӗчӗк викторна ирттернӗ. Конкурсра Вьюник Алена, Лебедева Оля, Петрова Люда тата Петрова Кристина пӗлӗвӗсене лайӑх уҫса панӑ.
Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.
Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.
Паян Енӗш Нӑрваш ялӗн уйрӑм сайт уҫӑлчӗ. Сайта хатӗрлекенӗ — Александр Герасимов. Сайта хатӗрлеме пуҫарнӑ ӗҫӗн сӑлтавӗ, вӑл каланӑ тӑрӑх — Интертетелте хӑйӗн ялӗ ҫинчен каласа паракан информаци сахал пулни.
Сайта вӑл Арестова Мая Дмитриевна, Ванерке Владимир Алексеевич, Егоров Петр Егорович, Ефимов Алексей Никифорович тата Петров Владимир Васильевич ҫырса кӑларнӑ «Енӗш Нӑрваш. Ял историйӗ» кӗнекене усӑ курса хатӗрленӗ.
Сайтӑн адресӗ: http://enesh.info
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |